Поздравление Председателя Государственного Совета Чувашской Республики Альбины Егоровой с Всероссийским днем семьи, любви и верности

Уважаемые жители Чувашии!

От всей души поздравляю вас с одним из самых добрых, светлых праздников – Днем семьи, любви и верности!

Этот праздник, отмечаемый в честь святых Петра и Февронии Муромских, стал олицетворением семейного счастья, символом преданности и союза любящих сердец.

Во все времена дружная крепкая семья остается основой сильного здорового общества, хранительницей духовных и культурных традиций, связующим звеном между поколениями.

Семья, в которой царят любовь, забота, взаимная поддержка,  – это высшее счастье. Она – источник нашей внутренней силы, надежный жизненный тыл и опора, она помогает нам преодолевать любые преграды. В окружении родных и близких мы по особенному ощущаем, как важны для нас взаимопонимание и душевное тепло.

Поддержка института семьи, материнства и детства относятся к числу приоритетных задач социальной политики государства. В нашей республике делается все для укрепления семей,  повышения качества жизни многодетных и малообеспеченных семей, обеспечения условий для полноценного развития детей.

Дорогие земляки! Пусть растут и крепнут ваши семьи, пусть в каждой живут любовь, вера, надежда и благополучие. Счастья вам, здоровья и мира! С праздником!

        Председатель
Государственного Совета
  Чувашской Республики                                                                                                                                           А.Е. Егорова
 
 

Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем!

Сире чи ӑшӑ та ҫутӑ уявсенчен пӗринпе – Ҫемье, юратупа шанчӑклӑх кунӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫветтуй Петрпа Феврони Муромскисен ячӗпе паллӑ тӑвакан ҫак уяв ҫемье телейне, юратакан чӗресем пӗр-пӗрне парӑнса тӑнине, вӗсен пӗрлӗхне сӑнарлакан уяв пулса тӑчӗ.

Туслӑ та ҫирӗп ҫемье мӗн ӗмӗртен сывӑ та вӑйлӑ общество никӗсӗ пулса тӑнӑ, ҫавнашкал ҫемьере ӑс-хакӑл, культура традицийӗсем упраннӑ, ӑрусем хушшинчи ҫыхӑнусем ҫирӗпленнӗ.

Юратупа телей хуҫаланакан, пӗр шухӑш-кӑмӑлпа, пӗр-пӗрне пулӑшса пурӑнакан ҫемье вӑл – чи пысӑк телей. Вӑл пурӑнма вӑй-хал парать, кирек мӗнле йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшакан тӗрек пулса тӑрать. Пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнни, чун ӑшши пирӗншӗн мӗн тери хаклӑ пулнине тӑвансемпе чи ҫывӑх ҫынсем хушшинче уйрӑмах туйса илетӗн.

Ҫемье, амӑшлӑхпа ачалӑх институтне пулӑшас ӗҫ патшалӑхӑн социаллӑ политикӑри чи малта тӑракан тӗллевӗсенчен пӗри шутланать. Пирӗн республикӑра ҫемье институтне тӗреклетес, нумай ачаллӑ тата пӗчӗк тупӑшлӑ ҫемьесен пурнӑҫне лайӑхлатас, ачасене туллин аталанса пыма условисем туса парас тӗллевпе мӗн кирлине пӗтӗмпех тӑваҫҫӗ.

Хаклӑ ентешсем! Сирӗн ҫемйӗрсем пысӑкланса тата ҫирӗпленсе пыччӑр, вӗсенче кашнинчех юрату, ӗненӳпе шанчӑклӑх хуҫалантӑр, ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫ савӑнтартӑр. Телейлӗ, сывлӑхлӑ пулӑр! Уяв ячӗпе!

 

Чӑваш Республикин
 Патшалӑх Канашӗн
     Председателӗ                                                                                                                                                       А.Е. Егорова

 



08 июля 2020
08:00
Поделиться