Государственный Совет Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ

Виталий Смородиновăн парнисемшĕн кĕрешÿ

Кÿкеç поселокĕнчи физкультурăпа спорт керменĕнче вара Виталий Смородиновăн парнисемшĕн тупăшрĕç. Кавир çине чăваш ачи-пăчи 20-мĕш хут тухрĕ. Республикăн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пурнăç тăршшĕпе ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе спортăн 3 мастерне тата 30 мастер кандидатне хатĕрленĕ вăл.