Государственный Совет Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ

Чăвашра пограничник кунне уявларĕç

Сахалинтан пуçласа Калининград облаçĕ таранах - пĕтĕм Раççей паян пограничник кунне уявлать. Патшалăх чиккине сыхламашкăн пин-пин чăваш каччи хутшăннă. Халĕ те пирĕн халăхăн маттур ывăлĕсем пограничниксен çарĕнче хĕсметре тăрса паттăрлăхпа хăюлăх кăтартаççĕ. Паян чикĕ хуралĕн ветеранĕсем Канаша пуçтарăнчĕç. Унта чаплă лару-тăрура палăк уçрĕç - паттăрсене хисеплесе тата çар тивĕçне пурнăçласа пуçĕсене хунă ентешсене асăнса.

Национальное телевидение Чувашии